Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Кавалпа Тупах тата Вăрмар


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Елĕкех пирĕн ял патĕнчи вăрманта пĕр çын пурăннă. Унăн Кавалпа Тупах ятлă ывăлĕ тата усрама илнĕ Вăрмар ятлă ачи пулнă. Вăрмар ашшĕ тăван мар пулсан та, ăна питĕ юратнă, каткасем, пичкесем туса парса пулăшнă. Тăван мар ашшĕ те ăна юратнă, çавна пула Кавалпа Тупах ятлă ывăлĕсем Вăрмара курайми пулаççĕ, ăна усал тума канаш тăваççĕ. Ашшĕ кун çинчен пĕлсен ывăлĕсене ылханса, Вăрмара пиллесе хăварнă. Тупах ятлă ывăлне: «Тупах, эсе пĕртен-пĕрех пулăн, санăн ăру ни ӳсмĕ, ни сахалланмĕ». Кавала: «Санăн ăру йышлăрах та, чаплăрах та пулĕ», — тенĕ. Вăрмарне: «Санăн ăру чи чаплийĕ», — тенĕ.
    Чăнах та, Вăрмар халь чи пысăкки, чи чапли. Кавал та Вăрмартан юласшăнах мар, анчах унтан начартарах-ха. Тупах чи йышсăрри.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки